Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.04.27 635 çын хутшăнчĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акцине

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

    

 

   Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци ирттерчĕç.

   Пĕтĕм чăваш диктантне çырассин тĕп тĕллевĕ –чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Кашни çын чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси вара тĕп задачăсенчен пĕри шутланаççĕ.

     Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акцине пĕтĕм кăмăлтан хутшăнчĕç.Диктант текстне хатĕрлекенсем чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çырнă «Çăкăр хакĕ» хайлав сыпăкне суйласа илнĕ.

   Вăтам тата пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ертсе пынипе районта пурĕ 635-ĕн, вăл йышра вĕрентекенсем 14, 6 -11-мĕш классенче вĕренекенсем ятарлă бланксем çине диктант çырчĕç. «Пиллĕк» паллă илнисем кăçалхи çул 204 пулчĕç. «Тăваттă» палла - 239, «Виççĕ» палла 179 тивĕçрĕç. Аса илтеретпĕр: пĕлтĕр çак акцине 543 çын хутшăннăччĕ, вĕсенчен «Пиллĕк» илнисем 169 пулнă.

   Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта пурĕ 104 çын чăвашла диктант çырма кăмăл тунă. Вăл шутра 6 вĕрентекен «5» паллă илнĕ. Диктант çырассине йĕркелесе кирлĕ шайра ирттерсе ярас ĕçре чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Марина Иванова тÿпи пысăк.

   Çавăн пекех çак шкулсене те асăнса хăварас килет: Сăкăт вăтам шкулĕнче 65 çырнă (ертÿçĕ - Надежда Кудряшова), Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче 63 (ертÿçĕ - Светлана Кулакова, Аслă Арапуç вăтам шкулĕнче – 57 (ертÿçĕ – Алевтина Селиванова), Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче - 53 (ертÿçĕ – Светлана Никитина).

     Патăрьелĕнчи 1-мĕш, Аслă Чемен, Нăрваш Шăхаль, Хирти Пикшик, Турхан, Туçа вăтам шкулĕсенче, Çĕнĕ Ахпÿрт, Кивĕ Ахпÿрт, Çĕньялти петĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем те диктанта ăнăçлă çырчĕç.

Кашни çын çак акцие хутшăнни вăл чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн сасăланипе танлашать тесе шутлаççĕ ку пархатарлă ĕçе пуçлакансем.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика