Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.04.27 Ан сӳнтĕр Яковлев халалĕ!

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

    Чăваш Республикин Аслă Канаш Президиумĕн 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, тăван республикăмăрта çулсерен Чăваш чĕлхи кунне уявлаççĕ. Ăна ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çак уяв чăваш çырулăхне йĕркелесе янă И.Я. Яковлев çуралнă кунĕпе пĕр килет.

       Чӑвашсен паллӑҫыннисем хушшинче И.Яковлев ячӗ чи паллисенчен пӗри. Тӑван халӑха валли ҫырулӑх хывса хӑварнисӗр пуҫне вӑл уҫнӑЧӗмпӗрти чӑваш шкулӗ вӗрнтӳ, литературӑпа культура, искусство ҫыннисене хатӗрленипе те сӑваплӑ. И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳҫук». Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать. Мĕнле пурнăçланать-ши Яковлев вĕрентĕвĕ? Ăша хыватпăр-и хамăрăн кулленхи ĕçре, пурнăçра халал сăмахĕсене.

    Ыхра Çырми вӑтам шкулта чӑваш халӑхӗн Аслӑ Вӗрентекенӗ И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 168 ҫул ҫитнине тата ҫулленех ун ячӗпе иртекен чӑваш чӗлхи эрнине пысӑк хастарлӑхпа уявларӗҫ. Ҫавна май ака уйӑхӗн 18-25-мӗш кунӗсенче шкулта кӑсӑклӑ мероприятисем, ĕçсем сахал мар пулчӗҫ. Кашни класрах вӗрентекенсем «И.Я.Яковлев-аслӑ вӗрентекен» темӑпа калаҫу ирттерчӗҫ. «Улăп паттăр» викторинӑра, «Эпир маттур ачасем» вӑйӑра пӗр-пӗринпе тупӑшса ӑмӑртрӗҫ. 5,6,7-мӗш классенче вӗренекенсем уйрăмах тӑрӑшулӑх кӑтартрӗҫ. 11класра вӗренекен Положин Сергей «И.Я.Яковлев вӗренекенӗсем» ятлӑ мультимедиллӗ презентаци хатӗрлерӗ. Куракова Кристина вара Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Кашни класрах „Халал” сăмахĕсене итлерĕç, сÿтсе яврĕç. Хаçатсем, буклетсем ăсталарĕç. Унта вĕсен  хамăр районтан тухнă паллă çыравçăсем çинчен çутатмалла пулнă. 5 класс ачисем Марина Карягина поэтесса çинчен, 6-мĕшсем Г.Айхи,   7-мĕшсем Митта Ваçлейĕ,   8- мĕшсем Юхма Мишши çыравçăпа паллаштарса буклет тунă, 10-мĕшсем Раиса Сарпие халалланă хăйсен хаçатне.  Пурте тăрăшса хăйне евĕр ĕçсем тăратнă. Вуламалли,  пĕлмелли, кăсăклантараканни те чылаях вĕсен ĕçĕсенче.  „Чи кăсăклă хаçат” ята 10-мĕшсем тивĕçрĕç, „Чи кăсăклă буклет” номинацие вара 8- мĕшсем  çĕнсе илчĕç.  „Хунав” кружок членĕсем „Чăвашсен Улăп паттăрĕ” стена хаçачĕ кăларчĕç.

     Пилĕк станци çине пайланса „Туслăх хĕлхемĕ“ конкурс-вăйă иртрĕ.  „Чăваш чĕлхи”, „Литература”, „Фольклор”, „Тăван ен культури”, „Пирĕн пултарулăх” станцисенче пулса  ачасем хăйсен ăсне, пултарулăхне тĕрĕслерĕç. 82 балл пуçтарса  „Яковлев мăнукĕсем” -çиччĕмĕшсем çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăна улттăмĕшсем тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна вара 8, 5 класс ачисем пайларĕç.  Тăван ен культури урокĕсенче ачасем „Ылтăн çÿпçерен” документлă фильм пăхса киленчĕç, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркипе, уявĕсемпе паллашрĕç, юрри-кĕввисене итлесе савăнчĕç. Саккăрмĕшсем „Каçарма пĕлни-пысăк вăй” класс сехетĕнче чуна уçса калаçрĕç. Каçару çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине ачасем ăнланчĕç, кашни хăйне евĕр пĕтĕмлетÿ тусах çирĕплетрĕ. Кĕçĕн классем хушшинче «Яковлев калавĕсене кам аванрах пĕлет?» вăйă-урок иртрĕ. Вăйă ачасем чаплă вĕрентекенĕмĕр калавĕсене аван пĕлнине кăтартса пачĕ. Вăйăра туслăх çĕнтерчĕ. Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçрĕç. Çавăн пекех шкулти краеведени музейĕнче чăваш халăхĕн авалхи тумтирĕпе, тĕрĕ-эреш тĕслĕхĕсемпе паллашрĕç. Ĕлĕк пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем усă курнă савăт-сапана тытса курчĕç. Унтан шăпăрлансем хаваспах  ача-пăча вăййисене аса илчĕç, юрă-ташăпа савăнчĕç.

     Чăваш чĕлхи кунĕнче вара пурте „Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2016” акцие хутшăнчĕç. А.Артемьевăн „Çăкăр хакĕ” тексчĕпе паллашрĕç, тимлĕ итлесе çырчĕç, кашни йĕркине, сăмахне, шухăшне ăса хывма тăрăшрĕç. Паянхи пурнăçпа килĕшÿллĕ, вырăнлă тема суйласа илнĕ кăçал та диктант валли. 58 ача, 4 вĕрентекен çырчĕç диктант.

    Чăваш чĕлхи кунне çулсеренех çуркунне паллă тăватпăр. Çуркунне – чĕрĕлĕх палли. Юратнă Чăваш ен ӳссе-илемленсе, çĕкленсе аталаннă пекех, юратнă тăван чĕлхе те вăй-хăватлантăрччĕ. Тен, малашлăхра Чăваш чĕлхи кунĕ е чăваш чĕлхи эрни çеç мар, Чăваш чĕлхи çулталăкĕ те ирттерме пуçлăпăр. Чăваш чĕлхин чĕрĕ тымарĕ нихăçан та ан хăртăрччĕ. Çапла пултăрччĕ!

 

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика