Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.04.26 Пĕтĕм чăваш диктанчĕ пурин кăмăлне те кайрĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

                                             „Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ.“

 Г.Н.Волков

     Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ — пур чăвашшăн та пысăк уяв. Чăваш чĕлхи кунĕ.  Пирĕн чĕлхемĕр пуян та илемлĕ, çепĕç те асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă  кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме пулать.

     Çак куна тăван чĕлхене халалласа Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче те Пĕтĕм чăваш диктантне çырчĕç ачасем.  65 вĕренекен хавас кăмăлпа партă хушшине ларса Александр Артемьев çырнă „Çăкăр хакĕ“ хайлаври  Ярмуш мучин ăшри калаçăвне хут çине шăрçаларĕ.

     Чунтанах тăрăшса ĕçлерĕç арçын ачасемпе хĕр ачасем. Тексчĕ те питĕ кăмăла кайрĕ. Ярмуш старик чун ыратăвне хăйсемпе пайланăнах туйăнчĕ ачасене. Ара, тĕрĕсех калать-çке: хаклама пĕлместпĕр çав эпир хура çĕр çинче тар тăкаканăн пархатарлă ĕçне-хĕлне. Хулара ÿсекен ачасемпе  ял ачисен тавра курăмне танлаштараймăн-ха, паллах. Çĕр ĕçĕн тутине ялта атте-анне çумĕнче çĕрпе чакаланса ÿсекен ача аван туять. „ Эсир хăвăр çисе ямасăр пăрахнă булкăсем йывăç çинче ÿсеççĕ тетĕр пуль“ тенине илтсен диктанта çыракансем пурте сасăпах кулса ячĕç.

     Чăнах та, çителĕклĕ пурнăçпа пурăнакансем, пĕлместпĕр çав халь эпир çăкăрăн чăн-чăн хакне. Ярмуш мучи пек, асатте-асаннесем пек тертленсе курман. Курмалла ан пултăрччĕ-ха вăл терте. Çĕр çыннин ĕçне-хĕлне тивĕçлипе хисеплеме вĕренесчĕ.

     2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тетпĕр. Пĕтĕм чăваш диктанчĕ те çак темăпа килĕшсе тăни пурин кăмăлне те кайрĕ.

Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм, 
Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ

Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика