Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.04.22 «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акцине хутшăнар

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Батыревский район Чувашской Республики » Новости » «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акцине хутшăнар

Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акци ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.

Вăл 2016 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнсенчи ял-хулара иртме тивĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; тивĕçлĕ ĕçченĕ

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.

Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене Çеçпĕл Мишши, Нестер Янкас, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ Марина Карягина тележурналист тата чăвашсен паллă прозаикĕ Леонид Маяксем çырни тăрăх („Асран кайми кун“) хатĕрленĕччĕ.
Кăçал конкурса сакăр ĕç тăратнă, йĕркелÿ комитечĕ çак кунсенче чи лайăх ĕçе суйласа илĕ.

Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.

1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче, Чăваш наци телевиденийĕн официаллă сайтĕнче (www.ntrk21.ru) тÿрĕ эфирта итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://chgign.ru сайтра вырнаçтарнă. Компьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 15-20 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: dictant2016@yandex.ru
2-мĕш вариант. Диктант И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 401 тата 404 аудиторисем), Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, пуху залĕ) тата Н.В. Никольский ячĕллĕ Шупашкарти професси колледжĕнче 13.00 сехетре пуçланать.

Çавăн пекех ялти, районти ятарлă вырăнсенче те диктант çырма май пур. Диктант текстне вĕрентекенсем шкулсенче вуласа çыртарма пултараççĕ. (Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕнчен диктант текстне ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 12 сехетре ярса параççĕ. 13.00 сехетре çырма пуçăнаççĕ).

 

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика