Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.04.25 Патăрьел район пуçлăхĕ М.Петров тата Патăрьел район администраци пуçлăхĕ Р.СеливановЧaваш чeлхи кунĕ ячĕпе саламлани

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

 

Чăваш Республикинче апрелĕн 25- мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр. Ун пирки Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ 1992 çулхи ака уйăхĕн 9- мĕшĕнче йышăну кăларнă. Ахальтен мар çак кун халăхăмăра çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕпе пĕр килет: чăваш чĕлхи тата Иван Яковлевич Яковлев пĕр çыхăнура тăраççĕ. Яковлева пула, вăл тунă алфавит витĕмĕпе, халăхăмăр вулама - çырма пуçланă. Аслă вĕрентекенĕмĕр хатĕрленĕ кĕнекесене вуласа пĕлĕве, тĕнче курăмне ỹстернĕ.

Паянхи кун, Чăваш чĕлхи кунĕ, пĕтĕм халăх уявĕ пулса тăчĕ: тăван чĕлхене республикăра тата ытти регионти вĕрентỹ заведенийĕсенче те вĕрентеççĕ, кĕнекесем, журналсем, хаçатсем тухаççĕ, радио тата телепередачăсем йĕркелеççĕ, интернет сечĕсенче чăвашла сайтсем тухаççĕ.

Патăрьел районĕнче те тăван чĕлхене сыхласа хăварас енĕпе пысăк ĕçсем тăватпăр, пулас ăру валли иксĕлми пуянлăха: йăла - йĕркене, культурăна, чĕлхене сыхласа хăварас тĕлĕшпе тăрăшатпăр. "Тăван чĕлхе - иксĕлми çăл куç". Тăван сăмах кашнинех, вăл ăçта пурăннине пăхмасăр, халăх шăпине, иртнине, хальхине, тата пуласлăха çывăх пулнине туйса илме май патăр.

Сире, хисеплĕ ентешĕмĕрсем, çирĕп сывлăх, пуçарура ăнăçу, ырă пурнăç, телей тата юрату сунатăп. Юнпа çеç мар, чунпа та чăваш пулар, атте - анне чĕлхине хисеплер!

 

Патăрьел район пуçлăхĕ                                       М.Петров

Патăрьел район администраци пуçлăхĕ              Р.Селиванов
 

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика