Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.11.03 Пурнăç çулĕ такăр мар

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Çĕр çинче миçе çын, çавăн чухлĕ шăпа. Пурнăçра хури те шурри те пайтах тĕл пулать. Кашниех хăйĕн кун çулне пархатарлă та туллин пурăнса ирттересшĕн. Çĕр çинче ытларах ырă йĕр хăварасшăн тăрăшать.

Чăваш хĕрарăмĕсем, хĕрĕсем, кинемейĕсем яланах матур та лара-тăра пĕлми, çемье тăнăçлăхĕшĕн, ĕçшĕн çуннă Ольга (Чĕкеç аппа) Муратова та вĕсен йышĕнче.

90 çул каялла, чỹк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Сăкăтри Ильяпа Куля (Акулина) Муратовсен çемйине пĕрремĕш çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ. Вăрăм та хулăн çỹçлĕ, кăвак куçлă ĕçчен ĕçчен çитĕннĕ Ольга. Ун хыççăн çемьере тата ачасем çуралнă, шел пулин те вĕсем йывăр чир-чĕре пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çавăнпа та Ольга патне те чир-чĕр ан çулăхтăр тесе ашшĕ-амăшĕ Чĕкеç тесе чĕннĕ. Пурĕ вĕсем тăваттăн çитĕннĕ: Мария, Петр тата Шура.Чĕкеç çемьере асли пулнă май ĕçсен ытларах пайĕ ун çине тиеннĕ. Ашшĕпе амăшне пулăшнă, кĕçĕн йăмăкĕсемпе шăллĕне пăхнă, ал ĕçĕ пурнăçланă.

Пурнăçра терчĕпе нуши юнашарах çỹреççĕ. Ашшĕ çамрăкла - вăтăр çултах _ çĕре кĕрет. Кукамăшне, Агрепина Федоровнăна, çĕрме пуян тесе айăпланă. Пурнăç тăршшĕпе пухнă пурлăхне _ çĕрне, çурт-йĕрне, выльăх-чĕрлĕхне, лавккине, кĕрпе авăртакан арманне _ туртса илнĕ. Çемьен çĕнĕрен ал-ура çавăрма тивнĕ. Васан поселокĕнче таса уй-хирте çĕнĕрен çурт лартнă.

Чĕкеç 16 çулта чухне хаяр вăрçă пуçланать. Çамрăк хĕр аслисемпе тан Сура шывĕ тăрăх вăрман юхтарнă, Улатăр тăрăхĕнче йывăçсем каснă, окоп чавнă, траншея алтнă. Ахăр самана çамрăка Свердловск облаçне те илсе çитернĕ. Кунта вăл торф, çĕр кăмрăкĕ кăларнă çĕрте вăйне шеллемесĕр тăрăшнă.

Вăрçă вăхăчĕ çамрăк чунсене авнă, хуçнă пулин те хĕрсемпе яшсем çирĕп тăнă. Мирлĕ пурнăçшăн пĕтĕм вăйне шеллемесĕр тăрăшнă. Вăрçă чарăнсан, 1948 çулхи кăрлач уйăхĕнче, Чĕкеç аппа Алексей Улбутовпа пĕрле çемье çавăрнă. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Ырми-канми ĕçлесе кил-çурт çавăрнă, ачисене çитĕнтернĕ, вĕрентсе кăларнă, мăшăрлантарнă. Халĕ кашнийĕшĕ хăйĕн çемйипе пурăнать. Чĕкеç аппа паян кĕçĕн хĕрĕпе пурăнать. 8 мăнукĕпе тата 11 кĕçĕн мăнукпе савăнать.

Чĕкеç аппа ялти çĕвĕ ăсти пулнă. Пальто, фуфайка, кĕпе-йĕм çĕлеме маçтăр пулнă, пир-авăр тĕртнĕ. Халĕ те алса, чăлха илемлетсе çыхать. Çулĕ иртнĕ май сывлăхĕ кăштах хавшанине пĕлтерет. Куç витĕмĕ чакнине палăртать. Унта _ пин-пин чăваш хĕрарăмĕн сăнарĕ.

О. Верликова 

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика