Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.06.01 Ял уявĕн иккĕмĕш кунĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

2015–мĕш çулхи çу уйăхĕн 31- мĕшĕнче ял уявĕн иккĕмĕш кунĕ иртрĕ. Кашни йăх мĕнпур тăванĕсемпе пĕрле «Айтуш» уçланкине пуçтарăнчĕ.   Чи малтанах сцена çинче ача садĕнче тăрăшакансем тата ялти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх   ушкăнĕ «Килсе курăр уява», «Чечеклен юратнă Чăваш ен», «Тăван ял урамĕсем» юрăсене шăрантарчĕç. «Ассорти» ташă ушкăнĕн «Салтаксен» тата «Чăваш» ташшисене, вăтам шкулта вĕренекен хĕрсен тата Саша Матросова ташланă номерсене куракансем ăшшăн йышăнчĕç. Концерта малалла ача садне çÿрекенсем, Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекенсем тăсрĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕ тус-тăванлăхпа юрату çинчен, чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ.

Ачасем хушшинче тĕрлĕ спорт вăйисем иртрĕç. Вĕсем командăсем хушшинче ăмăртрĕç. Аслисем вара кире пуканĕ йăтрĕç, ал вăйне виçрĕç.

Аслă Чемен ял администраци пуçлăхĕ Гаврил Медведев спорт вăййисенче çĕнтернисене парнесем парса чысларĕ, ăнăçу сунчĕ.

Юлашкинчен пурте пĕрле вăйă картине тăчĕç. Уява пуçтарăннă çынсем хаваслă купăс сассипе вăйă юрри юрласа, кашни йăх уйрăм такмакласа ташласа савăнчĕ.

Уява пуçтарăннисем культура тата администраци ĕçченĕсем ял тăрăхĕн пурнăçĕ çинчен хатĕрленĕ стендсене те курса тĕлĕнчĕç.  

Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи «Айдуш» уçланкинче икĕ кун хушши иртнĕ уяв ял çыннисемшĕн те, аякран килнĕ тăвансемшĕн, хăнасемшĕн те асра юлĕ.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика