Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.04.30 Чăваш чĕлхипе литература эрнинче

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

Чăваш енри К.В.Иванов тата Раççейри Литература çулталăкне халалланă музыкăпа литература композицийĕпе пуçланчĕ Пăлапуç Пашьелĕнчи ватам шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни.

Ăна В.И.Козлова учительница йĕркеленипе 6 класра вĕренекенсем ирхи линейкăра лартса пачĕç. Уроксем хыççăн вара ачасем сăвă вулакансен конкурсне васкарĕç. 5 класри Настя Соколова, Светлана Матюшкина, 6 класри Ксения Чернова, 9 класри Елена Тихонова, 10 класри Люба Мешкова чи маттуррисем пулчĕç. Тепĕр кунне 5-6 класс ачисем С.П.Никитина вĕрентекен йĕркеленипе   «К.В.Иванов яланах пирĕн асра» презентаци куравне хастар хутшăнчĕç. Çак кунах вĕрентекен 11 класс ачисем валли «Чăваш çыравçисем» темăпа викторина урок ирттерчĕ. Анюта Выросова, Татьяна Алексеева, Ульяна Платонова, Раиса Никитина, Василий Реймов, Ирина Анисимова, Валентина Соснова, Мария Козлова малти вырăнсене тухрĕç. Эрнен виççĕмĕш кунĕнче 7 класс ачисем «Пирĕн класри чăваш çăлтăрĕ» вăйăра тупăшрĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне Ольга Гордеева çĕнсе илчĕ. 2-3 вырăнсене Елена Михайловăпа Илья Мазяков пайларĕç.      

     Кĕçнерникун ачасен чи маттур ушкăнĕ Нăрваш-Шăхальти вăтам шкула «Сарпи вулавĕсем» конкурса тухса кайрĕ. Сăвă каласа Соколова Настя (5 класс) тата Люба Мешкова (10 класс)1-мĕш , 9 класри Елена Тихонова 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕç. Çак кунхине 7 класс ачисем «И.Я.Яковлев – Чăваш Улăпĕ», 8 классем «Тăван чĕлхе – тăван ăс-хакăл», 9 классем «Пирĕн Çеçпĕл», вуннăмĕшсем «К.В.Иванова халаллатпăр» темăсемпе стена хаçачĕсем кăларчĕç.

     8-11 классем валли йĕркеленĕ «Сар ачапа сара хĕр» конкурс та килĕшрĕ куракансене. Ăна Светлана Никитина вĕрентекен ертсе пычĕ. Конкурссантсем малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç. Ун хыççăн К.В.Иванов хайлавĕсене пăхмасăр калассипе ăмăртрĕç. Пурте вара «Нарспи» поэма сыпăкĕсене вуларĕç. «Сылтăм ура хĕрсе кайрĕ..» конкурсра мăшăрпа чăваш ташши ташларĕç. Вĕсене купăспа ташлаттараканни те 9 класри маттур сар ача Миша Ларев пулчĕ. «Мул пухиччен ăс пух» ăмăртура та çивĕч пулчĕç ачасем. Тăван чĕлхепе литературине, халăх сăмахлăхне, тăван ен культурине лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç. «Ÿркенмен ăста пулнă» конкурсра вара панă материалтан кĕске вăхăт хушшинчех тĕрлĕ ĕç ăсталарĕç сар ачасемпе сар хĕрсем. Уйрăмах 9, 10 классем палăрчĕç. Куракансен кăмăлне кайнă чи кăсăклă конкурс пулчĕ пулинех «Юмах çыратпăр хамăрах…» пай. Ертÿçĕ пуçласа панă юмаха сăнчăр йĕркипе кашни ачан икшер предложении туса малалла тăсмалла пулчĕ. Пĕри тепринчен маттуртарах пулни савăнтарчĕ. Никам та парăнмарĕ. «Сар ачапа сарă хĕр -2015» ята тивĕçлипех 9 класри Даша Ивановăпа Миша Ларев çĕнсе илчĕç. 10 класри Кристина Кондратьевăпа Илья Хомуткин 2-мĕш вырăна тухрĕç, виççĕмĕшĕнче 8 класри Лиана Васильевăпа Даниил Павлов пулчĕç.

   Конкурссем хушшинче Люба Мешкова, Оксана Алексеева хăйсем çырнă сăвăсене, Елена Тихонова, Настя Сокорлова Раиса Сарпи сăввисене вуласа савăнтарчĕç.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2015» акцие те хастар хутшăнчĕç ачасем. Уйрăмах 11 классем диканта лайăх çырнипе савăнтарчĕç. 18 ачаран 14-шĕн ĕçне «5» паллăпа хакланă. 6-7 класс ачисем хушшинче те «5» илнисем пулчĕç.

   Чăваш чĕлхи кунĕнче Ирина Матюшкина вĕрентекен ертсе пынипе 6 класс ачисем «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» ятпа иртекен хаваслисемпе тавçăруллисен ăмăртăвне пухăнчĕç. Унта «Чĕвĕлти чĕкеçсем» ушкăн «Çăлтăрсене» çĕнтерчĕ. Эрне тăршшĕпех ачасем Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалланă «Вăрçă хайлавĕсем» викторинăна та , К.В.Иванова халалланă сăвă çыракансен конкурсне те хастар хутшăнчĕç. Викторинăра 11 класри Выросова Анютăпа 9 класри Иванова Даша чи маттуррисем пулчĕç. Сăвă çыракансенчен 5 класри Соколова Настьăна палăртмалла.

   Эрне кăсăклă та усăллă иртрĕ.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика