Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.04.14 «Чыс та мухтав вăрçă паттăрĕсене» Çĕнтерÿ урокĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

               Вăрçă…70 çул çитет унтанпа. Анчах халăх асĕнчен тухман вăл, тухас та çук. Тăватă çул хушшинче 20 миллион ытла совет çыннин кун- çулне татрĕ нимĕç фашизмĕ. Мĕн тери пысăк çухату! Мĕн чухлĕ çынна сусăрлатса – амантса хăварчĕ çак ылханлă вăрçă. Паянхи кун та ветерансен ÿтне, чун-чĕрине кăшлаççĕ унăн ванчăкĕсем.

       Сĕмсĕр те хаяр тăшмана- фашистла Германие хирĕç Совет Союзĕнчи мĕнпур халăх пĕр çын пек пулса, чăн-чăн паттăрлăх кăтартса çапăçрĕ. Çавăнпах 1945 çулхи майăн 9- мĕшĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çĕнтерÿпе вĕçленчĕ. Вăхăт шăвать. Вăрçăпа тыл ветеранĕсен çÿçĕсем те шурса кăвакарчĕç ĕнтĕ. Шел пулин те ватă гвардии йышĕ çулсеренех чакать.

     Ака уйăхĕн 14- мĕшĕнче Пăлапуç-Пашьел шкулĕнчи 1 класс ачисем Индира Тихонова ертсе пынипе Çĕнтерÿ урокĕ ирттерчĕç. Малтан «Вăрçă ачасен куçĕпе» ÿкерчĕксен выставкине йĕркелерĕç. Унта çак класра вĕренекен Александрова Лидия ÿкернĕ ÿкерчĕк питĕ пахине палăртрĕç.        

       Хăйсен юнĕпе Çĕнтерĕве çывхартнă, анчах та Çĕнтерÿ залпне кĕтсе илеймен, ĕмĕрлĕхех çапăçу хирне выртса юлнă паттăрсене чысласа пĕр минут шăп тăчĕç.

      Матвеева Анастасия вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн чăвашран тухнă 54 пин салтакпа офицер орден- медаль илме , 65-шĕ Совет Союзĕн Геройĕ ята, 11- шĕ Мухтав орденĕн туллии кавалерĕсем пулма тивĕçли çинчен каласа кăтартрĕ. Чăннипех те чыс та мухтав вĕсене! Вилнĕ паттăрсен ятне ялан асра тытар!

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика