Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Патăрьел район администрации пуçлăхĕ Н.И.Глухов Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлани

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Тăван чĕлхе- кашни çыннăн чи пысăк пуянлăхĕ, юратнă аннен сăпка юррийĕ, мăн асатте- асаннен иксĕлми ăс- хакăлĕ. Чăваш чĕлхи кунĕ пĕтĕм халăх уявĕ пулса тăче, тăван чĕлхене республикăра тата ытти регионсенчи вĕрентỹ заведенийĕсенче те вĕрентеççĕ, кĕнекесем, журналсем, хаçатсем тухаççĕ, радио тата телепередачăсем йĕркелеççĕ, интернет сечĕсенче чăвашла сайтсем тухаççĕ.

Патăрьел районĕнче те тăван чĕлхене сыхласа хăварас енĕпе пысăк ĕçсем тăватпăр, килес ăру валли иксĕлми пуянлăха: йăла - йĕркене, культурăна, чĕлхене сыхласа хăварас тĕлĕшпе тăрăшатпăр.

Чăвашсен паллă çутта кăларуçи И.Я.Яковлев çапла çырнă: "Халăх шухăшлавĕ тата тавра курăмĕ тăван чĕлхере аван палăрать. Çав ăнпа та тăван чĕлхесĕр пĕлỹ çук".

Патăрьел районĕнче те тĕпленнĕ мĕнпур наци культурине хаклаççĕ, хисеплеççĕ- çакă тăнăçлăхпа килĕшỹ никĕсĕ пулса тăрать те ĕнтĕ.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, пурне те çирĕп сывлăх, телей, ырлăх, пуçарура ăнăçу, ырă пурнăç, телей тата юрату сунатăп. Юнпа çеç мар, чунпа та чăваш пулар, атте - анне чĕлхине хисеплер!

Патăрьел район администраци пуçлăхĕ Н. И. Глухов

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика