Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.03.13 Юбилей медалĕ - тыл ĕçченĕсене

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çывхарать. Чылай çул иртнĕ пулсан та 4 çул хушши кĕрленĕ хаяр вăрçă Раççей халăхĕн асĕнчен нихăçан та тухмĕ.

Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕнчен Тăван çĕршыва хÿтĕлеме вуншар çын тухса кайнă. 4 çул хушшинче вăрçă хирне тухса кайнă 400 çынран 187 çын çеç каялла таврăнма пултарнă. Шел пулин те, паянхи кун ял территорийĕнче вăрçă ветеранĕсем юлмарĕç.  

Тылри çынсем – хĕрарăмсем, ватăсем, ача-пăчасем вăрçăран аманса таврăннисем пурте ырми канми ĕçленĕ. Ашă çи-пуç фронта ăсатнă. 10-15 çулти ачасене мăн çын ĕçне тума тивнĕ. Вĕсен ачалăх вăхăчĕ çав тери кĕске пулнă.

2015 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче Аслă Чемен ял тăрăхĕнче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа кăларнă медальсене тыл ĕçченĕсене ял вулавăшĕнче парса чысларĕç. Хисеплĕ ватăсене юбилей медалĕсене Патăрьел районĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ Валерий Осипов тата Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Гаврил Медведев парса чыçларĕç. «Вăрçă вăхăтĕнчи сирĕн ырми-канми ĕçĕр, паттăрлăхăр нихăçан та асран тухмĕ. Сире пурсăра та канлĕ ватлăх, сывлăх сунатăп», - терĕ ватăсене юбилей медалĕсене парса чысланă май Валерий Осипов.  

Тыл ĕçченĕсене ялти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ саламларĕ. Уяв самантне Людмила Ежова библиотекарь ертсе пычĕ. Хаяр вăрçа хутшăннă чăваш çыравçисен вăрçă çинчен çырнă сăввисем янăрарĕç. Вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене, чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ хĕрарăмсен ушкăнĕ. Вăхăтĕнче чылай нуша тÿссе ирттернĕ ватăсен куçĕсем шывланчĕç. Иртни куç умне тухса тăчĕ. Ильин Петр Архипович, Фролова Анастасия Семеновна, Волкова Ольга Ивановна вăрçă вăхăтĕнчи, вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăçа аса илсе сăмах каларĕç. «Чăнах та, асапне нумай курнă. Çамрăклах мăн çынсемпе пĕрле тырă вырнă. Тул çутăличчен тухса кайса хĕвел аниччен уйра тăрăшнă. Эпир курнă нушана никам та ан куртăр. Малашлăх çутă та таса пултăр», - иртнине аса илчĕ тăхăрвунă çула çывхаракан Таисия Андреевна Егорова. Вера Дмитриевна Михайлова тăхарвунă çул тултарчĕ пулин те паянхи пек астăвать вăрçă вăхăтĕнчи тертлĕ пурнăçа. «Вăрçă пуçлансанах, малтанхи кунсенче, ялти вăйпитти арçынсем вăрçа тухса кайнă. Ака-суха ĕçне кÿлĕнме арçынсем те сахал юлнă. Çавăнпа мана, çамрăк хĕре, Канаша трактористсен курсне вĕренме ячĕç. Тракторпа ĕçлеме питĕ кансĕрччĕ. Çавах та, арçын ĕçĕсене тиркесе тăма май пулман» - калаçăва малалла тăсрĕ хисеплĕ ватă.

Шел пулин те, юбилей медалĕсене чыслă лару-тăрура илме пур тыл ĕçченĕ те килеймерĕ. Хăйсене сывлăх тĕлĕшĕнчен япăхрах туякансене ял администраци пуçлăхĕ Гаврил Медведев килĕсене кайса саламларĕ.

Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пурăнакан 38 тыл ĕçченĕ Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа кăларнă медальсене илме тивĕç пулчĕ.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика