Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.06.25 Аслăчеменсем Шупашкар хулинче иртнĕ Республика кунне уявлама хутшăнчĕç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

     Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ Шупашкар хулинче иртнĕ Республика кунне уявлама хутшăнчĕ. Фольклор ушкăнĕ авалхи çĕр ĕсĕн йăли-йĕркине кăтартрĕ (ака туни, тырра вырса çапни, сăвăрни, ал арманĕпе кĕрпе туни).

Борис Сюзюкин çăпата тăвас ăсталăхĕпе паллаштарчĕ. Уявра чеменсен пултарулăх ушкăнĕ куракансене   хăйсен пултарулăхĕсепе савăнтарчĕç.

Тĕрлĕ облаçсенчен килнĕ хăнасем авалхи пир кĕпе тăхăннă, хушпу сырăннă, çăпата тăхăннă хĕрарăмсене курса тĕлĕнчĕç.  

      Куракансем хĕрарăмсен ушкăнĕ шăрантарнă чăваш халăх юрри-такмакĕсене тăвăллăн алă çупса пĕрле савăнчĕç, «Кăвакал чăмать-и?», «Çерем пăсса вир акрăм» чăваш халăх вăййисене кăтартрĕç, вăйă картине тăчĕç.

Чăваш культурин министрĕ Вадим Ефимов республикари кашни район йĕркеленĕ этнокультурăллă хуçалăхĕсемпе паллашнă май чи малтан патăрельсем патне пырса уяв ячĕпе саламларĕ.

      Аслачеменсен хальхи чăваш тумĕ тăхăннă ачасем те хайне кура илем кучĕç уявра. Инди халăх çыннисем, Тверь облаçĕнчен, Тутар республикинчен, Раççейĕн тата ыттти тĕрлĕ кетессисенчен килнĕ хăнасем аслăчеменсене мухтарĕç, татах та çăкăн евĕрлĕ уявсене хутшăнса çынсене савантарса çуреме анăçу та сывлăх сунчĕç. Аслăчеменсем вара вĕсене хуçалăхра авалхи йăлапа хатĕрленĕ чăваш сăрипе хăналарĕç.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика