Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.06.09 Аслă Чемен ял тăрăхĕнче – ЯЛ КУНĔ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

2014–мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 7-8 мĕшĕсенче Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи «Айдуш» уçланкинче ял уявĕ иртрĕ.

Аслă Чемен тата Тури Чакă ялĕсем пуçланса кайнăранпа 407 çул çитнине паллă тума ватти те вĕтти те хастар хутшăнчĕ.

Малтанхи кун Петр Макаровпа Марина Медведева ертсе пынипе тĕрлĕ спорт вăйисем иртрĕç: 100 метра çуран тата велосипедпа чупасси, кире пуканĕ йăтасси, ал вăйне виçесси,   айтур туртасси, тĕрлĕ командăсем хушшинче ăмăртасси, мини-футбол тата ыттисем те.

Тури Чакă ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Карзаков парнисемшĕн футболла выляса тăватă команда хушшинче Чакă ялĕнче пурăнакан çамрăксен команди çĕнтерчĕ.

Шкул çулне çитмен ачасем валли те тĕрлĕ вăйăсем ирттерчĕç Аслă Чементи ача сачĕнче вăй хуракансем.

Çĕртме уйăхĕн 7- мĕшĕнче каçхине уçланкăра пысак концерт пулчĕ. Концертра ялти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор тата «Ассорти» ташă ушкăнĕсем куракансене   хайсен пултарулăхĕсемпе савăнтарчĕç. Уяв концертне Людмила Ежова библиотекарь ертсе пычĕ. Куракансем хĕрарăмсен ушкăнĕ шăрантарнă «Кĕреке юрри», «Ай-хай улма йывăççи», «Сакăл тур лаша», «Тăван ял урамĕсем», «Янра хуткупăс» тата ытти юрăсене те тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Концерта малалла аякри тăвансем тăсрĕç. Аня Яганова ташă ташласа, Аня Антонова тата Иван Медведев вырăс халăх юррисене юрласа тĕлĕнтерчĕç.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика