Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.04.28 Викторина

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă. Унăн ячĕ халăх хушшинче паянхи кун та пĕтмест. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркеоени, кĕнекесем пичетлеме пуçлани, чăваш ачисем валли шкулсем уçни халăх кун-çулĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш Улăпне халалласа Кивĕ Ахпỹртри тĕп пĕлỹ паракан шкулти 8-9 класра вĕренекенсем хушшинче "Мĕн? Ăçта? Хăçан?" викторина иртрĕ.

Вăйă ытти чухнехинчен урăхларах пулчĕ. Сĕтел çинче конвертсем. Кашни конвертра пĕрер ыйту.

Кашни ыйтăвăн хăйĕн хакĕ. Ыйту параканĕсем хальхи вăхăтра пурăнакан паллă ăсчахсем, артистсем, художниксем, шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем.

Командăра пилĕкшер ача, пĕри - капитан. Вĕсен çичĕ ыйтăва хуравламалла. Командăн тĕллевĕ - ытларах ыйтăва тĕрĕс хуравласси, нумайрах "укçа" выляса илесси. Панă ыйтăва тĕрĕс хуравласан "укçи" командăна пулать, пĕлеймесен - çунса каять. Юлашкинчен кашни команда пуçтарăннă "укçине" шутлать. Çапла вара 8 класс команди "23.500 тенкĕ" пуçтарма пултарчĕ, 9 класс команди - "20.500 тенкĕ".

Мероприятие пĕтĕмлетсе чăваш чĕлхипе литератури предмечĕсене ертсе пыракан Табакова М.И. Раиса Сарпи çырнă сăвă йĕркисемпе вĕçлерĕ:

Чăвашăмсем! Сире телей сунатăп,

Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.

Мансан - чĕлхесĕр янавар пулатпăр,

Чĕлхе пулсан - пĕтместпĕр ĕмĕрте!..

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика