Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.04.27 Пĕтĕм чăваш диктантне Сăкăт шкулĕ те çырчĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм чăваш диктантне çырмалла пулать тени чăваш ачисемшĕн уяв пулать тенĕпе танах пулчĕ.

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем те пĕтĕм чăвашпа пĕрле диктант çырма хаваспах килĕшрĕç. Пĕлтĕр те кăмăлтан хутшăннăччĕ ку диктанта çырма.

7, 10, 11 классенче вĕренекенсем кăнтăрла иртсе пĕр сехет тĕлне чăваш чĕлхипе литератури кабинетне пуçтарăнчĕç.

Анюрова Е.В., Тинюкова А.П. вĕрентекенсемпе пĕрле ачасем  диктор сассине итлесе пынă май йĕрке хыççăн йĕрке шăрçаларĕç. Пурте тĕрĕс çырас тесех тăрăшрĕç курăнать. 30 ĕçе сканер витĕр компьютера кĕртсе тĕрĕслекен комиссие ярса пама вара вăхăт нумайрах кирлĕ пулчĕ. 

     Çапла вара, Пĕтĕм чăваш диктантне Сăкăт шкулĕ те çырчĕ.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика