Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.04.27 Чăваш чĕлхи эрни

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Ака уйăхĕн 21-мĕшрен пуçласа 25-чен Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ.

Пĕрремĕш кун библиотека ĕçченĕсем вулакансемпе чăваш халăх писателĕ Хветĕр Уяр çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă турĕç. Вулавăша çỹрекенсем "Хветĕр Уярăн калавĕсем" ятлă кĕнекесен куравĕпе паллашрĕç.

Краеведени пайĕн ертỹçи Нина Мазякова Федор Ермиловичăн "Телейлĕ Палюк", "Кăмака юсаттарни" калавĕсемпе тата "Таната" романĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче вулав залĕнче "Новые краеведческие издания" курав ĕçлерĕ. Нина Васильевна Мазякова юлашки çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ.

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче библиотекарьсем Нăрваш-Шăхалĕнче иртнĕ "Сарпи вулавĕсем" конкурса хутшăнчĕç. Çак конкурс 14-мĕш хут иртрĕ. Маларах вăл икĕ номинаципе кăна иртнĕ пулсан, кăçал "Раиса Сарпи сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсем" çĕнĕ номинаци кĕртнĕ. Конкурса хутшăнакансем Раиса Сарпин творчествине аван пĕлни туйăнчĕ.

Кашни çулах поэт хăй хутшăнни те пысăк вырăн йышăнать. Вăл конкурса хутшăнакансене пурне те саламласа асăнмалăх парнесемпе хавхалантарчĕ.

Тăваттăмĕш кунхине, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче районти библиотекарьсем республикăра ирттекен "Литературная Чувашия: самая читаемая книга года" конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕпе паллашрĕç.

Эрнен юлашки кунĕнче вулавăшра "Асанне арчинчен" куравпа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн ачисене ĕлĕкхи чăваш тумтирĕсемпе паллаштарчĕç. Кунта ĕлĕкхи хĕрарăмсен кĕпе-тумтирĕ, килте тĕртсе тунă япаласем, савăт-сапасем вырнаçтарнă.

Нина Мазяковапа Наталия Ракова библиотекарьсем чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăвăсем вуланă май, арчари япаласем çинчен те каласа пачĕç. Çак кун вулавăш ĕçченĕсем Титова Любовь, Мазякова Нина, Ракова Наталия чăваш диктантчĕ çырчĕç.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика