Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.02.03 "Йĕлтĕр йĕрĕ—14" Сăкăтра

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/
 
 
"Йĕлтĕр йĕрĕ—14",
Ăмăртар-и? Кам мала?
Йĕлтĕр сырнă вĕтĕ-ватă—
Куншăн пит савăнмалла!
 
Атьăр-и, канар! Ĕç хыççăн
Уçă сывлăш эмел пек.
Сывă пурнăç йĕркине те
Хăнăхасчĕ майĕпе.
 
Йăкăр-якăр  йĕлтĕр шутăр,
Вĕçтерер юр çийĕпе!
Сывлăхран хакли мĕн пултăр?
Ăмăртар-ха шух çилпе!
 
     Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче  "Йĕлтĕр йĕрĕ — 2014" спорт уявне хаваслă ирттерчĕç. Çанталăк сиввине пăхмасăрах пĕчĕккисем те (ашшĕ-амăшĕпе пĕрле паллах!), пысăккисем те йĕлтĕр сырса стадиона васкарĕç.
     Хĕл сивĕсĕр епле пултăр! Уяв тата хаваслăхсăр епле ирттĕр! Сăкăт шкулĕн ачисем, вĕрентекенсем, "Çăлкуç"ача сачĕн воспитателĕсем, Сăкăт ял администрацийĕн ĕçченĕсем, культура çуртĕнче вăй хуракансем... кăнтăрла тĕлĕнче пĕр кăмăллă пулса старта тăчĕç. Йĕлтĕрçĕсене Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.И.Толстов, Сăкăт шкулĕн директорĕ  А.В.Падусев саламларĕç. 
"Йĕлтĕр йĕрĕ-2014" ăмăртăва хутшăнакансем  тав хучĕсене тивĕçрĕç, ачасем тата  ял пуçлăхĕ хатĕрленĕ пылак кучченеçпе —тортпа сăйланчĕç. Сăкăтри "Çăлкуç" ача сачĕн коллективĕ те ăмăртура активлă пулчĕ. 
     Йĕлме йĕлтĕр уявне сăкăтсем Сочире иртекен Хĕллехи XXII олимпиадăна халалларĕç. Пирĕн ăмăрту тĕнче пĕлтерĕшлĕ пысăк уявăн пĕр пĕчĕк пайăрки пулса спортсменсене çĕршыв чапне çĕклеме вăй патăр, рекордла çитĕнÿсем тума хавхалантартăр.
 
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика