Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.01.10 Хĕл Мучи Çĕнĕ Çул хаçачĕсен конкурсне хакларĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/
 
 
     Кашни çулах Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче  Хĕл Мучи Çĕнĕ Çул хаçачĕсен конкурсне ирттерет. Халĕ те, акă, çак пысăк уяв хуçи Шур Сухал хăйне шанса панă çак кăсăк ĕçе пурнăçлама васкарĕ. 
     Э-эх, хаçачĕсем! 2 класран пуçласа 11 класс таранах питĕ тăрăшнă редколлеги членĕсем. Чăн-чăн галерея, юмах тĕнчи! Ачасем тунă ÿкерчĕксенче куçа тÿрех Лаша сăнарĕ  тыткăнлать. Ытти чĕр чунсем хушшинче уйрăмах палăрса тăрать вăл. Вăйлă та, илемлĕ те, мăнаçлă та, ырă та. Ара, çĕнĕ 2014 çул Лаша çулĕ-çке!  Эппин ку çул пуриншĕн те телейлĕ, ăнăçлă пултăр! Хаçатсенче те çавнах ĕмĕтленеççĕ шкул ачисем . Уйрăмах 9 тата 11 класра вĕренекен хĕрсемпе каччăсем Лаша çулĕнчен ыррине кăна кĕтеççĕ: экзаменсене ăнăçлă тытса малалла вĕренме каймалла пултăрччĕ.
     Тимлĕ тишкерчĕ Хĕл мучи уяв тĕлне кăларнă хаçатсене, вырăнĕсене те палăртрĕ: 3, 7, 9 классен творчествăлла ĕçĕсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Ытти хаçатсене те вырăнсăр хăвармарĕ. Тăрашнă-çке-ха, мĕн чухлĕ ĕçленĕ!  Тав хучĕ илмелĕх пур. Асамлă асатте пурне те уяв ячĕпе тепĕр хут саламлать, 2014 çулта çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунать!
 
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика