Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.01.07 Патăрьел,Сăкăт: волейбол турнирĕ — Н.А.Ёлкин тухтăр кубокĕшĕн

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

Кăрлачăн 4-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн спортзалĕнче хĕрÿ ăмăрту пулса иртрĕ. Н.А.Ёлкин тухтăр кубокне çĕнсе илессишĕн волейболистсен пилĕк команди тупăшрĕ кунта. Кунашкал ăмăрту пĕлтĕр те иртнĕччĕ  Сăкăтра. Ун чухне Патăрьел районĕнчи тăватă команда  вăй виçнĕччĕ. Кăçал вара Патăрьел районĕн спортсменĕсем  кăна мар, кÿршĕллĕ Шăмăршă район волейболисчĕсем те (Карапай Шăмăршă команди) Николай Ёлкин тухтăра хисеплесе те сума суса çак турнира хутшăнма кăмăл турĕç.  

Турнира уçма  Чăваш Республикин Патшалăх Совечĕн депутачĕ П.Н.Никифоров,  районти тĕп больницăн тухтăрĕ И.Ф.Хитров спорт ветеранĕ (вăлах тĕп судья пулчĕ), Шăмăршă лесничествин директорĕ В.И.Глухов, Сăкăт шкулĕн директорĕ А.В.Падусев, Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСК инструкторĕ Г.В.Ёлкин, А.Ф.Анюров, В.М.Бородкин, В.В.Козлов, Н.И.Тинюков спорт ветеранĕсем,  Ю.А.Ёлкин предприниматель (Николай Александрович Ёлкинăн шăллĕ) хутшăнчĕç, хисеплĕ тухтăрăн пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне ырăпа аса илсе ăшă сăмах каларĕç.

Вăйă-ăмăрту çÿллĕ шайра иртрĕ. Сăкăт, Патăрьел, Туçа, Карапай Шăмăршă, Нăрваш-Шăхаль спортсменĕсем кашни очкошăн еплерех çине тăрса кĕрешни пирки сăмахпа калани кăна çителĕксĕр, çакна харпăр хăй куçĕпе курмалла, чунĕпе туймалла. Турнир курма килнисем сетка урлă каллĕ-маллĕ вĕçекен мечĕк çине лăпкă кăмăлпа пăхса лараймарĕç, спортсменсемшĕн хытă "чирлесе" хырăм выççине те манса кайрĕç, каç пулса кайнине те сисмерĕç.

Турнирта шкул ачисем те пултаруллă пулни курăнчĕ. Акă, тĕслĕхрен,Сăкăт командинче Саша Ёлкин, Н.А.Ёлкинăн ывăлĕ (Патăрьелĕнчи 1 номерлĕ шкулта 11 класра вĕренет) маттур вылярĕ, Федя Анюров (Сăкăт шкулĕн 11 класĕнче вĕренекен спортсмен) волейболра чăн-чăн  маçтăр иккенне "чирлекенсем" тепĕр хут курса ĕненчĕç. Сăкăт шкулĕнче вĕренекен активистсем те залри халăха хăйсен флешмобĕпе савăнтарчĕç.

Хĕрÿ кĕрешÿре куçса çÿрекен кубока Патăрьел команди (ЗАО"Батыревский") çĕнсе илчĕ. Сăкăтсем кăçал та иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç, Туçа команди виççĕмĕш вырăна йышăнчĕ.   Карапай Шăмăршă волейболисчĕсем — тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш вырăнта— Нăрваш Шăхаль команди.

Чăнахах та, çÿллĕ шайра иртрĕ ăмăрту. Пурте лайăх вылярĕç. Анчах маттурсем хушшинче те маттуртараххисем пур. Вĕсене Ёлкин Ю.А. çемйи тата Н.А.Ёлкинăн мăшăрĕ О.Г.Ёлкина парнесемпе, мухтав хучĕсемпе чысларĕç. Ĕçчен ентешĕмĕрĕн Николай Александрович Ёлкинăн пултарулăхне, сăпай та ырă кăмăлне, тараватлăхне хисепе хунăшăн, манманшăн, унăн ырă сăнарне асра тытнăшăн, çак чăн-чăн спорт уявне ирттерме спонсор пулса пысăк пулăшу панăшăн тăванĕсемпе çывăх юлташĕсене чĕререн тухакан тав сăмахĕ каларĕç.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика