Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.12.03 Инвалидсен кунĕ ячĕпе - тĕлпулу

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

    Декабрĕн 3-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял бибиотекинче ял тăрăхĕнче пурăнакан ивалидсемпе тĕлпулу иртрĕ.

Уяв самантне Людмила Ежова библиотекарь ертсе пычĕ. Чи малтанах уяв ячĕпе Аслă Чемен ял тарах пуçлăхĕ Гаврил Медведев саламларĕ, сывлăх та телей сунчĕ.

Ялти офисăн врачĕ Светлана Ильина туберкулез тата чĕре чирĕсем çинчен каласа пачĕ.

Инвалидсен обществин председателĕ Евдокия Михайлова инвалидсемпе еплерех ĕçсем туса ирттерни, малашне тума палăртнă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ.

Уяв ячĕпе пуçтарăннисене Аслă Чементи ача сачĕн аслă ушкăнне çÿрекенсем сăвă-юрăсемпе саламларĕç. Инвалидсем хăйсем те айккинче юлмарĕç хăйсен пултарулăхĕсемпе тĕлĕнтерчĕç. Эдуард Шапановпа Валентина Туптова, Евдокия Михайлова шăрантарнă юрăсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Мелания Медведева хăй çырнă сăввипе паллаштарчĕ.

Пуçтарăннисем ял библиотекинче йĕркеленĕ ал-ĕç выставкине курса тĕлĕнчĕç, инвалидсем çинчен хатĕрленĕ стендпа паллашрĕç.

Юлашкинчен ушкăнпа пĕрле юрăсем юрларĕç, чей ĕçрĕç, культурăпа администраци ĕçченĕсене çакăн пек тĕлпулу йĕркелесе панишĕн тав турĕç.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика