Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.09.02 Çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçларăмăр

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Капăр тумлă кĕркунне

Килсе çитрĕ шкул умне.

Атьăр, пуçлар, ачасем,

Çĕнĕ вĕренÿ çулне!

 

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕ 2013-2014 вĕренÿ çулне  хаваслă та çĕкленÿллĕ кăмăлпа пуçларĕ.

Пĕлÿ кунне ачасемпе пĕрле уявлама Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствинчен килнĕ  министр çумĕ С.В.Кудряшов , Патăрьел район администрацийĕн ертÿçи Н.И.Глухов, Чăваш патшалăх канашĕн депутачĕ П.Н.Никифоров,  вĕрентекенсен профсоюзĕн районти организацийĕн ертÿçи А.Н.Пирогов та кăмăл турĕç.

Сăвă-юрă, салам сăмахĕсем янăрарĕç уявра. Шап-шурă саппун çакнă хĕр ачасемпе чăлт шурă кĕпеллĕ арçын ачасем çинчен кунта килнĕ хăнасен те, ашшĕ-амашĕн те куç илмесĕр пăхас килет. Çак кун пĕрремĕш класа пĕлÿ пухма килекен ачасемпе шкулта юлашки çул вĕренекен хĕрсемпе каччăсемшĕн уйрăмах асра юлĕ.

Шăнкăрав сасси çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçласа урока йыхăрать:

 

— Партă хушшине ларар!

 Тăрăшса пĕлÿ пухар!

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика