Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.05.20 Çитес çулччен, Турхан вăрманĕ!

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/
Çак кунсенче Патăрьел районĕнчи çамрăк армеецсем Турхан вăрманĕнче "Зарница", "Орлёнок" çар вăййисенче пулчĕç. Сăкăт шкулĕн хĕрĕсемпе каччисем те аван кăтартусемпе таврăнчĕç лагерьтен. Мĕн чухлĕ вăй-хăват, мĕн чухлĕ ăсталăх, пиçĕлĕх, пултарулăх, тăрăшулăх, пĕлÿ, спортпа туслă пулни — пурте-пурте кирлĕ кунта ачасене! Кашни команда тĕрлĕ этапсенче хăй мĕне пултарнине кăтартрĕ, темиçе тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухрĕ. Районти Çамрăксен Парламенчĕ ирттернĕ конкурссем те интереслĕ пулчĕç. Çанталăкĕ те ачасемпе пĕрлех хавасланчĕ, шăрăха пусармалăх кăшт кăна йĕрем пекки те туса илчĕ. Ÿпри-шăни, вăрăм туни тата! Выçăскерсем, вĕсемшĕн вара чăн-чăн уяв пулчĕ уçланкăра. Ачасем вĕсене халалласа "Хир хаçатĕнче" сăвăсем те çырчĕç. Дискотекăра пĕр-пĕринпе паллашма, туслашма та май пулчĕ çамрăксен... Пĕтĕмлетсе каласан, çарпа спорт вăййисем çамрăксене питĕ килĕшрĕç. Тепĕр пилĕк куна та тăсма хатĕрччĕ те вăйăсене çамрăк армеецсем, шел, киле таврăнма вăхăт. Çитес çулччен,эппин, Турхан вăрманĕ!
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика