Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.02.15 Ял библиотекинче - юратакансен кунĕ ячĕпе тĕлпулу

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Нарăсăн 14 мĕшĕнче Аслă Чемен ял библиотекинче юратакансен кунĕ ячĕпе тĕлпулу иртрĕ. Людмила Ежова библиотекарь пуçтарăннисене саламларĕ. Ырлăх-сывлăх, çемьере юратупа килĕшÿ сунчĕ.  Тури Чакă ялĕнче çуралса уснĕ, халĕ Германинче пурăнакан Наталия Сюзюкинăн «Тунсăхлă хĕр юрри» кĕнекинчи юрату çинчен çырнă сăввисемпе,  Людмила Сачковăн «Чĕкеçĕм, чĕкеç», У. Эльменĕн «Кая юлнă ÿкĕнÿ», «Упраймарăм сана» кĕнекисемпе паллаштарчĕ.

Культура ĕçченĕсем малалла тĕрлĕ конкурссем йĕркелерĕç: савнисем патне çыру çырчĕç, савăсем шăрçаларĕç, паллă Валентинăсене аса илчĕç. Йыхравласа чĕннĕ Валентинăсем хушшинче чи хастарри Валентина Сидукова пулчĕ(сăмах май мăшăре те Валентин).

  Культура çурчĕн директорĕ Вячеслав Гордеев пурне те парнесем парса хавхалантарчĕ.  Юлашкинчен çавра сĕтел хушшинче юрату çинчен юрăсем шăрантарчĕç, чей ĕçрĕç.  

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика