Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.02.12 Игорь Медведева халалласа

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

  

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Игорь Медведева халалласа Сăкăтра хоккей турнирĕ иртрĕ.

Чылаййăн пуçтарăнчĕç ял варринчи каток çине: спортсменсем, шкул ачисем, ял çыннисем, И.И. Медведевăн юлташĕсем, ĕçтешĕсем, çемйи, çывăх тăванĕсем.

Ăмăртăва яланхи пекех ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.И.Толстов уçрĕ, Игорь Ильич Медведев Сăкăт халăхĕшĕн тунă пархатарлă ĕçсем çинчен каларĕ. "Красное Знамя" хуçалăх ертÿçи, Чăваш патшалăх Совечĕн депутачĕ П.Никифоров, Патăрьел райпо председателĕ П.Перепёлкин, Шăмăршă лесничествин ертÿçи В.Глухов хăйсен çывăх юлташне ырăпа аса илчĕç, вăл  талантлă музыкант та, композитор та пулни пирки асăнса хăварчĕç.

Сăкăт шкулĕн директорĕ А.В. Падусев  И.И.Медведевăн шкул директорĕнче вăй хурса ĕçленĕ çулĕсене палăртса хăварчĕ. Игорь Медведевăн тетĕшĕ,  "Чăвашкино" патшалăх учрежденийĕн руководителĕ Николай Ильич Медведев Сăкăт халăхне хăйĕн маттур çыннисене сумлама, хисеплеме пĕлнĕшĕн мухтарĕ, спорт вăййисене  йăлана кĕртсе аталантарса пынăшăн ял пуçлăхне, çамрăксене ырларĕ, пысăк хак пачĕ, çак мероприятие йĕркелекенсене, хутшăнакан спортсменсене тав сăмахĕ каларĕ. Игорь Медведев кубокне выляса илме командăсене ăнăçу сунчĕ.

 Йăлана кĕнĕ тăрăх, виçĕ команда ăмăртрĕ пăр çинче:"Стрела", "Барс", "Школьники". Кубока "Стрела" çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта "Барс"ушкăн. Шкул ачисем — виççĕмĕш. "Чи маттур хапхаçă" ята хальхинче А.Шапкин тивĕçрĕ. "Чи ăста тапăнса вылякан"номинацире 9а класра вĕренекен С. Чермасов çĕнтерчĕ. Е.Кариков хоккеист "Чи ăста хÿтĕлевçĕ" пулса тăчĕ.

И.И.Медведевăн çемйи П.Никифоров, П.Перепёлкин, В.Глухов спонсорсене пысăк тав сăмахĕ калать.

Фоторепортаж
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика