Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.01.10 Хоккей вăййи — Казачков А.П. ячĕпе

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕ маттур та пултаруллă çыннисемпе тивĕçлипех мухтанма пултарать. Наука çыннисем, çĕр ĕçченĕсем, çыравçăсем, культура ĕçченĕсем, ертÿçĕсем ...  Тухтăрсем те пур. Акă, иртнĕ кунсенче ялта хоккей турнирĕ иртрĕ. Ăна пиртен ир уйрăлса кайнă, малтан хамăр районăн тĕп больницинче, кайран Шупашкарта сывлăх хуралĕнче вăй хунă Алексей Петрович Казачкова халалларĕç

.Турнира Сăкăт ял тăрăхĕн ертÿçи С.И.Толстов уçрĕ. Район администраци пуçлăхĕ Н.И. Глухов, Чăваш Республикин Патшалăх Совечĕн депутачĕ П.Н.Никифоров, районти тĕп больницăн ертÿçи Н.А.Тинюков, Сăкăт шкулĕн директорĕ А.В.Падусев тата ытти çывăх юлташĕсем Алексей Петровича ырăпа асăнса сăмах каларĕç, ялта çакнашкал ăмăртусем ирттернине ырларĕç.

Виçĕ команда йĕркеленĕ ялта: "Стрела"— çулĕпе чи аслă ушкăн, "Барс" — вăтам çулхи ял çамрăкĕсем, "Школьники"— шкулта вĕренекен каччăсем.

Çак виçĕ ушкăн хушшинче хĕрÿ ăмăрту пулса иртрĕ.

А.П.Казачковăн куçса çÿрекен кубокне кăçал "Стрела" çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна шкул ачисен команди тухрĕ. "Барс" — виççĕмĕш. Хоккеистсем хушшинче "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята 10 класра вĕренекен В.Бахитов тивĕçрĕ. "Чи лайăх хапхаçă" номинацире А.Калькин çĕнтерчĕ, "Чи лайăх хÿтĕлевçĕ" вара Н.Ксенофонтов хоккеист пулчĕ. 

Фоторепортаж
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика