Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.01.09 Н.А.Ёлкин тухтăр ячĕпе волейбол турнирĕ иртрĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

  

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн спортзалĕнче Н.А.Ёлкин тухтăра халалласа волейбол турнирĕ иртрĕ.

Николай Александрович Сăкăт ялĕнче çуралса ÿснĕ, ялти вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех хăйĕн пĕлĕвĕпе, пултарулăхĕпе уйрăлса тăракан каччă Хусанта аслă пĕлÿ илнĕ.Тухтăр профессине алла илнĕ талантлă çамрăк тăван Патăрьелĕнче сывлăх хуралĕнче тăрăшнă. Ĕçчен ентешĕмĕрĕн сăпай та ырă кăмăлне, тараватлăхне патăрьелсем манмаççĕ. Сăкăт ялĕ ку пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайнă хăйĕн маттур, пултаруллă ывăлне асрах тытать.

 Акă, кăрлачăн 7-мĕшĕнче Н.А.Ёлкин кубокне çĕнсе илессишĕн районти волейболистсен виçĕ команди тупăшрĕ. Турнира уçма Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.И.Толстовпа пĕрле Патăрьел район администрацийĕн ертÿçи Н.И.Глухов, Чăваш Республикин Патшалăх Совечĕн депутачĕ П.Н.Никифоров, районти тĕп больницăн ертÿçи Н.А.Тинюков, Сăкăт шкулĕн директорĕ А.В.Падусев хутшăнчĕç, Н.А.Ёлкинăн пурнăçĕпе кун-çулне ырăпа аса илсе сăмах каларĕç.

 Хĕрÿ кĕрешÿре куçса çÿрекен кубока Туçа команди çĕнсе илчĕ. Сăкăтсем иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç, Патăрьел команди (ЗАО"Батыревский") виççĕмĕш вырăна йышăнчĕ.Турнир спонсорĕсем Н.А Елкинăн шăллĕн ( Ю.А.Ёлкинăн) çемйи тата "Красное Знамя" хуçалăх ертÿçи П.Н.Никифоров пулчĕç. Юрий Александрович Ёлкин Сăкăт шкулĕнчи физкультурăпа ОБЖ учительне Н.И.Тинюкова волейбол турнирне йĕркелесе тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн тав турĕ.

 

 

Фоторепортаж
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика