Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.11.26 «Айтăр-ха аннесем» шоу-конкурс

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/
 

      

       Аннеçĕм ытарайми хĕвелĕм

      Кун - çул пиллерĕн эс мана

      Санпа чухне çеç эп телейлĕ

      Телейлĕ эс пуртан кăна

 

Чăн та мĕнешкел пысăк телей вăл  çĕр çинче анне пурри. Анне…. Чи  çывăх  çын вăл.  Çав вăхăтра  çывăх юлташ та. Кирек хăш вăхăтра та ырă сĕнÿ, канаш пама пултарать.  Чăваш хĕрарăмĕ,  сăпайлă та    пăрчăкан пек ĕçченскер,  хăй ĕмĕрне çĕр  ĕçĕнче,  хуçалăхра ирттерет.

Чÿк уйăхĕн 25 -мĕшĕнче Аслă Чемен  ял тăрăхĕн Тури Чакă культура çуртĕнче Аннесен кунне халалласа уяв иртрĕ. Уява Тури   Чакăри культура  çурчĕ çумĕнчи  фольклор ушкăнĕ «Мĕн курман-ши пирĕн аннесем» юрăпа уçрĕ. Малалла  «Айтăр-ха аннесем» шоу-конкурс иртрĕ. Конкурса Сюзюкина Анна Федоровнăпа (Культура çурчĕн директорĕ) Ежова Людмила Николаевна (библиотекарь) йĕркелесе ертсе пычĕç. Сцена çине чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕcем тухрĕç! Аслăраххисем пир кĕпепе,  сурпан сырса хушпу  тăхăннă, çамрăк аннесем вара – чăваш кĕписемпе, тухьяпа! Аннесем сцена çине тухсан куракансем ура çине тăрса еплерех алă çупрĕç   тата…  Аннесем сцена çинче хăйсемпе паллаштарчĕç, çип арларĕç, «ачисене» чĕркесе сăпка юрри юрларĕç, хайсен алă ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, ятарласа хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕçсемпе сăйларĕç. Юлашкинчен конкурса хутшăнакан аннесем юрă-ташăсемпе куракансене тĕлĕнтермеллипех-тĕлĕнтерчĕç.  Жюри пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх конкурса хутшăннă аннесене тĕрлĕ номинацисемпе парнесем парса чысларĕç:

-  «Çепĕç  анне» - Едриванова Галина Викторовна, 

- «Куракансем камăлланă анне»- Медведева Людмила Константиновна, 

-«Сăпайлă анне» Иванова Любовь Геннадьевна,

 -«Юрра-ташша ăста анне» Капитонова Екатерина Алексеевна

-«Илĕртÿллĕ анне» - Ананьева Алина Ивановна,

- «Пултаруллă  анне» - Фролова Альбина Сергеевна.

Хĕрарăмсен совечĕн ертÿçи Медведева Эльвира Васильевна «Аннесен уявĕ» ячĕпе саламларĕ. Пурне те ырлăх-сывлăх та телей сунчĕ.  

 

Фоторепортаж
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика