Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.04.19 Шкула вĕр-çĕнĕ штанга парнелерĕç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсенчен чылайăшĕ  уроксем  хыççăн спортзала васкать:  ирĕклĕ кĕрешекенсен тата кире пуканĕ  йăтакансен секцийĕсене çÿреççĕ вĕсем . Ку секцисене йĕркелесе яни темиçе çул ĕнтĕ.  В.В.Анюровпа  А.В.Алексеев тренерсем  тăрăшнипе çамрăк спортсменсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Вĕсен  кăтартăвĕсем  район тата республика  шайĕнче пулни ашшĕ- амăшне те, ял халăхне те савăнтарать.

«Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн!» акцие хутшăнса, акă, çак кунсенче  ялти çамрăксем, спорта юратакан выпускниксем  - А.В.Чернов, В.А. Чиркин тата А.А.Чиркин, А.П. Анюров тата В.П. Анюров, Е.Ю. Чиркин, М.Г.Мишин, А.М.Шакмаев, А.П.Казачков, Ю.А.Гусаров, А.Н.Давыдов, А.В.Платонов, О.А.Лаврентьев  шкула вĕр-çĕнĕ штанга парнелерĕç. Çывăх вăхăтрах тата волейболистсемпе футболистсем валли те формăсем  пуласса шантарчĕç.   

Чи кирли вăл пирĕншĕн пуриншĕн те – сывлăх. Сывлăхлă пулас тесен спортпа туслă пулмалла.  Ачасем  аталанччăр, çирĕп сывлăхлă çитĕнччĕр, Сăкăт  ятне çÿлте тытчăр – акă спонсорсен ырă шухăш-тĕллевĕ.

Тăван шкула манманшăн, ун малашлăхĕшĕн тăрăшса пархатарлă  ĕç  тунăшăн  выпускниксене пысăк тав !

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика