Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.02.28 Çăварни, Çăварни!

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/
- Çăварнисĕр çуркунне килет-и?

    - Паллах , килеймест.

    - Эппин, Çăварнине пурте пĕрле кĕтсе илсе ăсатса ярăпăр-и?

    - Ăсатăпăр та ярăпăр, Хĕвел ăшшине кĕтĕпĕр!

   Сивĕ Хĕле ăсатма, Çуркуннене кĕтсе илме канмалли кун сăкăтсем культура çурчĕ умне пуçтарăнчĕç. Сăвви-юрри те, ташши- такмакĕ те - пурте-пурте Çăварни çинчен пулчĕç. 

     

Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав,

Шăнкăрав сасси çул çинче.

Çак çăварни çитсессĕн

Сас ян каять ял çинче!

 

Сăрт çине хăпартăмăр,

Çăварние чĕнтĕмĕр.

Утас çулне икерч сартăмăр,

Сарă çупа сĕртĕмĕр!

 

Салам сăмахĕ каласа Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.И.Толстов, "Красное Знамя " кооператив ертÿçи П.Н.Никифоров, ял совечĕн депутачĕ Н.И.Тинюков уява пуçларĕç. В.Анюрова, Н.Чиркина, М.Хмелёва аслă классенче вĕренекен хĕрсем ертÿçĕ-артист пулса уява илем кÿчĕç. А.Калькин культура çурчĕн директорĕ ертсе пынипе катаччи лашисем  ял тăрăх чупрĕç, катаччи хĕрĕсемпе каччисем тĕрлĕ урамсенче чарăна-чарăна юрласа-ташласа савăнчĕç. Ун хыççăн тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Шашкăлла вылякансем, кире пуканĕ йăтакансем,ал вăйĕ виçекенсем, канат туртакансем, хоккеистсем курса тăран ял халăхне хăйсен пултарулăхĕсемпе савăнтарчĕç, тĕлĕнтерчĕç.Çăварние ăсатнă май икерчи- пĕлĕмĕпе те сăйланчĕç сăкăтсем, Çăварни юррине шăрантарчĕç.

Лавçăсем хушшинче Кушников С.(10 класс)1-мĕш вырăна, Артамонов М.(9 класс), Львов Е. иккĕмĕш вырăна, Нрти В. 3-мĕш вырăна тухрĕç. Шашистсенчен Н.Ларионов, А.Муллин, Ф.Мнейкин  мала тухрĕç. Алă виçекенсем хушшинче М.Кариков( 11класс), И.Пыркин (9 класс), А.Чиркин(9класс), Д. Бакашин (6 класс) шкул ачисем çĕнтерчĕç, аслисем хушшинче А.Калькин, С.Нрти мала тухрĕç.А.Калькин(40 хутчен), И. Пыркин (35хутчен), А.Чермасов (24 хутчен) кире пуканĕ йăтакансем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç. В.Туктинпа В.Нрти ветерансем те ку ăмăртăва хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Канат туртмасăр тата Çăварни епле пултăр! Кунта  вара  тÿресем туслăх çĕнтернĕ тенипе ал çапса килĕшрĕç. Çăварни уявĕ юлашкинчен çутă пăр çине куçрĕ. Сăкăтра çуралса ÿснĕ, пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă  А.П. Казачков тухтăр кубокĕшĕн  Шкул ачи" тата "Барс" командăсем хоккейла выляса ăмăртрĕç.  Вăйă шкул ачисен команди çĕнтернипе вĕçленчĕ.

  Уява тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнă çак спонсорсене те тав сăмахĕ каламалла: "Красное Знамя" кооператив, райпо"Сугутский" филиалĕ, Платонов А.В., Анюров В.П., Кудряшов А.Ф., Туктин В.М., Давыдов А.Н., Казачков А.П., Назаров А.А.  Н.И.Тинюков, В.А.Горбунов, Н.К.Тинюкова учительсем те уява ирттерес ĕçе активлă хутшăнчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан, Сăкăт ялĕнче аван иртрĕ Çăварни!     

Фоторепортаж
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика