Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2011.04.27 Чăваш чĕлхипе литература эрни

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

        Патăрьел районне кĕрекен Хирти Пикшикри вăтам шкулта ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен чăваш чĕлхипе литература эрни пырать. Коридорта эрнене ирттермелли программа. Çавна май Юхма Мишши, Юрий Скворцов, Я.Ухсай çинчен çырнă кĕнекесенчи, хаçатсенчи, журналсенчи материалсене пуçтаратпăр.

 10-мĕш класра вĕренекенсем «Я.Ухсай» (çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май), 11-мĕш кластра вĕренекенсем «Паллă çыравçă, хисеплĕ ентешĕмĕр – Юхма Мишши» ятлă бюллетенсем кăларчĕç.

  10-мĕш класра вĕренекенсем кĕçĕнрех классенче тĕрлĕрен темăсемпе докладсем вуларĕç. Тĕслĕхрен, 8-9-мĕш  класс вĕренекенĕсем умĕнче Филиппова Алёна «Юхма Мишши» (75 çул тултарнă ятпа), Мефодьева Наталия «Юрий Скворцов» (80 çул тултарнă ятпа), Кустова Дина 7-мĕш класра «К.В. Ивановпа Я.Г. Ухсай», Валехметова Земфира «Чăваш халăх поэчĕ – Я.Г. Ухсай», Кляжева Светлана 5«а», 5«б» классенче «Г.Н. Волков» темăсемпе тухса калаçрĕç.

  Сăмах каçмăш (кроссворд) хатĕрлекенсенчен чи пултарулли 8-мĕш класра вĕренекен Пестрова Анастасия пулчĕ. Жюри вăл хатĕрленĕ сăмах каçмăшне район хаçатне «Авангарда» тата ытии хаçатсене яма йышăнчĕ.

   Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чаплă уяв иртрĕ. Уява пуçлаканĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Пестров Леонид Николаевич пулчĕ. Вăл пурне те ăнланмалла тăван чĕлхен илемĕпе пуянлăхĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Тăван халăха, чĕлхене хамăрăн малтанхи президент Н.В. Фёдоров та питĕ хисепленине, Чăваш Республикин хальхи президенчĕ М. Игнатьев та тăван чĕлхене юратнине палăртса хăварчĕ. Малалла Л.Н. Пестров Чăваш Республикин М. Игнатьев тата район пуçлăхĕ Н. Глухов саламĕсемпе паллаштарчĕ. Пестрова А.Н. чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен кăçалхи уяв мĕнле паллă çыравçăсен юбилейĕсемпе тĕл килни çинче чарăнса тăчĕ. Унтан 5-8-мĕш класра вĕренекенсен «Эпир – Яковлев мăнукĕсем, унăн ĕçне тăсакансем» темăпа литмонтажĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика